Элĕкри пикесем юрласа тĕрлеççĕ

Ĕлĕкрен чăваш хĕрĕ, хĕрарăмĕ ал ăсти пулнă. Пир тĕртнĕ, çыхнă, тĕрленĕ, тумтир çĕленĕ. Амăшĕсем хĕрĕсене 6 çултах тĕрлеме вĕрентнĕ. Качча кайиччен пĕр арча тултарнă. Элĕкри литературăпа тавра пĕлÿ музейĕнче çак йăлана пăрахасшăн мар. Кунта ятарлă клуб ĕçлет. Аслисем те, шкул ачисем те тĕрлеме вĕренеççĕ унта.
Back to Top