Канмалли кунсенче республикăра «Шыв объекчĕсене сыхласа хăварасси» Раççей проекчĕпе килĕшӳллĕн экологи субботникĕ иртрĕ. Аслă тата вăтам пĕлӳ çурчĕсенче вĕренекенсем «Раççей шывĕ» акцие хутшăнса тĕп хулари Кăкшăм, Сăкăт, Шупашкар юханшывсене хăтлăлатрĕç. Кӳлемĕш те çӳп-çапран тасалчĕ. Ку вырăнсене ахальтен суйласа илмен — çынсем çыран хĕрринче канма юратаççĕ, хăйсем хыççăн нумайăшĕ тасамарлăх хăварать.