Амăшĕн капиталĕпе тĕрлĕ енлĕ усă кураççĕ

Чăваш Республики паракан амăшĕн капиталĕпе усă куракансен йышĕ 14 000 яхăн. Сертификатпа тĕрлĕ енлĕ усă курма пулать. 7 000 ытла çемье пурăнмалли çурт-йĕрне лайăхлатнă. Пĕр хут парăнакан тĕрев илекенсем те самай. Чăваш Енри 7 çемье çак пулăшупа çĕнĕ автомобиль туяннă. 2 600-шĕ ачисене вĕрентме май тупнă. Алькеш поселокĕнчи Терентьевсен хĕрĕ те патшалăх çăмăллăхĕпе усă курса Шупашкарти медицина колледжĕнче пĕлӳ илнĕ. Пĕтĕм тĕнчери çемье кунĕнче вĕсемпе манăн ĕçтеш Регина Кубайкина тĕл пулчĕ. ВЛАДИМИР ТЕРЕНТЬЕВ: “Арăмпа эпир Турăран хăракан çынсем. Ачасем пирки те Турă мĕн чул парать – пурăнма пуçланă чухнех çакăн пек йышăннă ĕнтĕ. Йышлă пулса кайр
Back to Top