🎯 Загружено автоматически через бота:
🚫 Оригинал видео:
📺 Данное видео принадлежит каналу «Национальное телевидение Чувашии» (@ntrk21). Оно представлено в нашем сообществе исключительно в информационных, научных, образовательных или культурных целях. Наше сообщество не утверждает никаких прав на данное видео. Пожалуйста, поддержите автора, посетив его оригинальный канал.
✉️ Если у вас есть претензии к авторским правам на данное видео, пожалуйста, свяжитесь с нами по почте support@, и мы немедленно удалим его.
📃 Оригинальное описание:
Ятарлă çар операци пынă вăхăтра Тăван çĕршыв хӳтĕлевçисен кăмăл-туйăмне хавхалантарма республикăра пурăнакансем тĕрлĕ пуçарулăх акцисем йĕркелеççĕ. Муркаш районĕнчи Зина аппа евĕр хастарсем ăшă нуски, алсиш çыхаççĕ пулсан Шупашкарти шкулсенче вĕренекенсем салтаксем валли çыру шăрçалаççĕ, тĕрлĕ хӳтлĕх палли ăсталаççĕ.
2-мĕш классен çав тери пĕлтерĕшлĕ урок паян. Вĕрентекен вĕсене 1 метр хĕрлĕ çип, шăрçа илсе килме хушнă. Асамлă вăчăрана çĕршыв хӳтĕлевçисене парнелес çĕкленӳллĕ кăмăлпа пуçăнчĕç çак пĕлтерĕшлĕ те сăваплă ĕçе.
РЕГИНА КУБАЙКИНА: «Раççей салтакĕсене хавхалантарас тĕллевпе Шупашкарти 40-мĕш шкулта вĕренекенсем çакăн пек хӳтлĕх хатĕрĕсем хатĕрленĕ. Çав тĕллевпе вĕсем хĕрлĕ çип илнĕ – вăл хӳтлĕх палли, тата 15 ахах мерчен чикнĕ – вăл тасалăх палли шутланать. Кĕçех вĕсене Донбаса ăсатĕç».
Технологи урокĕнче 23 ача пулчĕ. Шăпăрлансем тăрăшсах ахах мерчен шăрçине çиппе тирсе кĕртрĕç. Тĕвĕ хыççăн тĕвĕ çыхса çирĕплетрĕç. Хăшĕ-пĕри килĕнчех çак ĕçе ашшĕ-амăшĕпе пурнăçланă. Тăрăшсах хатĕрленĕ вĕсем çак парнесене, мĕн пур чун хавалĕпе.
ТАТЬЯНА НИКИФОРОВА: «Эпир шанатпăр, ку пĕчĕк парне пирĕн чунри мĕн пур ырă туйăмлă шанчăк палăртать. Эпир ку вăчăрасене тата çырусене салтаксем валли Данбаса яма хатĕрленетпĕр».
Паттăрсене сума суса, чăтăмсăррăн ырă-сывă таврăнасса кĕтнине пĕлтерсе çырусем шăрçаланă. «Салтак валли çыру» акцие шкулта вĕренекенсем йышлă хутшăннă. Акă Ярина, амăшĕпе пĕрле пĕр палламан çынна йывăр вăхăтра хавхалантарса çунат хуштаракан йĕркесем çырнă
1 view
0
0
2 weeks ago 00:01:36 1
[Национальное телевидение Чувашии] 59-мĕш шкулта телестуди уçăлчĕ
2 weeks ago 00:00:31 1
[Национальное телевидение Чувашии] День Республики в Козловском районе