[Национальное телевидение Чувашии] Паллă кунпа — тĕрлĕ уяв

🎯 Загружено автоматически через бота: 🚫 Оригинал видео: 📺 Данное видео принадлежит каналу «Национальное телевидение Чувашии» (@ntrk21). Оно представлено в нашем сообществе исключительно в информационных, научных, образовательных или культурных целях. Наше сообщество не утверждает никаких прав на данное видео. Пожалуйста, поддержите автора, посетив его оригинальный канал. ✉️ Если у вас есть претензии к авторским правам на данное видео, пожалуйста, свяжитесь с нами по почте support@, и мы немедленно удалим его. 📃 Оригинальное описание: Чăваш халăхне çутта кăлараканĕ, Аслă вĕрентекенĕмĕр, пирĕн патриархăмăр – çак чаплă сăмахсем пурте Иван Яковлев çинчен. Кăçал вăл çуралнăранпа ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче 175 çул çитет. Çак сумлă çавра çула халалласа республикăра мероприятисем йĕркелеме пуçланă та. Правительство çуртĕнче иртнĕ ларура çак ыйту тавра та калаçрĕç. Чăваш Республикин аталанăвĕнче Иван Яковлевăн тӳпи те пур. Вăл Чĕмпĕр шкулĕнче учительсене хатĕрленĕ, чăваш алфавитне йĕркеленĕ, православи литературине тăван чĕлхене куçарнă. 100 ытла кĕнеке пичетлесе кăларнă. Унăн сумлă ĕçĕсене малалла та тăсма пулать. Иван Яковлева халалласа кăçал Чăваш Енре нумай мероприяти ирттерме палăртаççĕ. Ака уйӑхӗнче Раççей Федераци Пухӑвӗн Патшалӑх Думинче чӑваш халӑхне ҫутта кӑларакана халалланӑ курав иртмелле. Иван Яковлевичăн ҫуралнӑ кунӗ умӗн Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ пулӗ. Ку эрнере 1-4-мӗш классенче вӗренекенсем валли – “Туслӑх хӗлхемӗ“ конкурс пуçланчĕ. Çавăн пекех шкул ҫулне ҫитменнисем валли “Хунав“ ача-пӑча фестивалӗ старт илнĕ. Иван Яковлевӑн пурнӑҫӗпе ӗҫ-хӗлне халалланӑ теле- тата радиокӑларӑмсем хатĕрлеççĕ, фильм тухӗ, илемлӗ конверт кӑларӗҫ. Чăваш чĕлхи кунĕнче Шупашкарта Константин Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх драма театрĕнче пысăк уяв иртмелле. Унта Мускавран, Чĕмпĕртен, Тутарстанран пысăк ушансем хутшăнмалла. Çак кун Иван Якволев ĕç-хĕлĕпе паллаштаракан «Вĕри юнлă çемçе чун» спектакль те кăтартĕç. Ака уйăхĕн 27-мĕшĕнче ăна Мускаври ентешсем Пушкин ячĕллĕ театрта курма пултараççĕ.
Back to Top