[Национальное телевидение Чувашии] Çĕнĕ кластер тăвасшăн

🎯 Загружено автоматически через бота: 🚫 Оригинал видео: 📺 Данное видео принадлежит каналу «Национальное телевидение Чувашии» (@ntrk21). Оно представлено в нашем сообществе исключительно в информационных, научных, образовательных или культурных целях. Наше сообщество не утверждает никаких прав на данное видео. Пожалуйста, поддержите автора, посетив его оригинальный канал. ✉️ Если у вас есть претензии к авторским правам на данное видео, пожалуйста, свяжитесь с нами по почте support@, и мы немедленно удалим его. 📃 Оригинальное описание: Чăваш Республикин ял хуçалăх министерствин анлă коллегийĕнче агромаркет тăвасси, сĕт хакне пĕр шайра тытасси, апат-çимĕç кластерне тăвасси тата ытти тĕллевсем пирки калаçрĕç. Иртнĕ çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетрĕç, малашнехи аталану çул-йĕрне уçăмлатрĕç. Пĕлтĕр аграрисен умне чылай йывăрлăх тухса тăнă. Санкцисем, типĕ çанталăк, вырма ĕçĕсене вăхăтлă ирттерме чăрмантаракан çумăр тата ытти те. Çапах та çĕр ĕçченĕсем çивĕч ыйтусене вăхăтра татса панисĕр пуçне тыр-пул тухăçлăхĕпе рекорд лартнă. Ял хуçалăх хальхи вăхăтра хăвăрт аталанакан, инвесторсене илĕртекен тытăм пулса тăнă. Халĕ пурин те пĕр тĕллев – ака-суха ĕçне кĕске вăхăтра ирттересси. СЕРГЕЙ АРТАМОНОВ: «Халь тĕп тĕллев – çурхи ĕçсене туса ирттересси хирте. Тĕрĕс акса хăварасси пирĕн ака лаптăкĕсен структурисене тăвасси. Агромаркет пирки каласа хăварас пулсан 40 миллион тенкĕ яхăн пăхса хăварнă. Искусствăлла майпа пĕтĕмлетме тăрăшмалла, паянхи кун 47 процент. Ахаль хушма хуçалăхсем усă кураççĕ. Хăш-пĕр районсенче 100 процент. Ăратлă ĕне пулать. 1800 тенкине каялла тавăрса параççĕ». Хăйсен ĕçне чыслă, сумлă, тăрăшса ĕçлесе пыракансене Раççей, Чăваш Ен шайĕнчи наградăсемпе чысларĕç. ИРИНА МАРКОВА: “Эпир ĕçе савăнăçпа, кашни кун уява кайнă пек каятпăр“. НИКОЛАЙ КУРЧАТКИН: “Кăçал ытти çулхипе танлаштарсан маларах уя тухрăмăр. Халĕ ĕнтĕ минераллă удобренисене кĕрхи культурăсене сапса пĕтертĕмĕр. Кашни гектара 100 килограмм ытларах, аммиак селитри, сеялкăсемпе тепĕр 100 кг парасшăн. Пирĕн 11 000 гектар çĕр. Вăл 6 районта вырнаçнă. Вĕсен ытларах пайĕ Çĕрпӳ районĕнче. Çу уйăхĕн 1-мĕшĕччен пĕтĕм уйсене акса хăварасшăн“. Чăваш Енри килти хушма хуçалăхра тăрăшакансем кăçал хăйсен ĕçне уçса Ял хуçалăх банкĕ урлă кредит илме пултараççĕ. Раççейре ку пĕрремĕш хут пурнăçланакан пилотлă проект. – Эпир ял хуçалăх тунă продукцине тирпейлесе тĕрлĕ енлĕ апат-çимĕç тăвакан производствине питĕ нумай пулăшса пыратпăр. Кластерсем тĕрлĕ енлĕ пулăшу илме пултарни пирки РФ çак апат-çимĕçкластерне туса ямалли пирки шухăш çуралчĕ. АЛЕКСАНДР ШАКИН: «Выльăх докторĕсем регистраци тăваççĕ ĕнесене, лашасене, сурăхсене, сыснасене. Маркировка тумалла. Пурин те регистраци тумалла. Пĕр выльăха та регистраци тумасăр хăвармалла мар“. Чăваш Енре хăмла компетенцийĕн центрне уçасси, çĕнĕ сортсене кăларса хатĕрлесси, «симĕс ылтăна» пухса хатĕрлемелли техника тăвасси тата ытти тĕллевсене те уçăмлатрĕç коллегире.
Back to Top