Чăваш Республики паракан амăшĕн капиталĕпе усă куракансен йышĕ 14 000 яхăн. Сертификатпа тĕрлĕ енлĕ усă курма пулать. 7 000 ытла çемье пурăнмалли çурт-йĕрне лайăхлатнă. Пĕр хут парăнакан тĕрев илекенсем те самай. Чăваш Енри 7 çемье çак пулăшупа çĕнĕ автомобиль туяннă. 2 600-шĕ ачисене вĕрентме май тупнă. Алькеш поселокĕнчи Терентьевсен хĕрĕ те патшалăх çăмăллăхĕпе усă курса Шупашкарти медицина колледжĕнче пĕлӳ илнĕ. Пĕтĕм тĕнчери çемье кунĕнче вĕсемпе манăн ĕçтеш Регина Кубайкина тĕл пулчĕ.
ВЛАДИМИР ТЕРЕНТЬЕВ: “Арăмпа эпир Турăран хăракан çынсем. Ачасем пирки те Турă мĕн чул парать – пурăнма пуçланă чухнех çакăн пек йышăннă ĕнтĕ. Йышлă пулса кайрăмăр эпир. Кашни икĕ çултан ачасем çуралчĕç“.
6 каччă тата 5 хĕр кун çути курнă Владимирпа Мария Терентьевсен çемйинче. Пĕр-пĕрне хисеплесе, пулăшса, хавхалантарса вĕсем 27 çул пĕрле пурăнаççĕ. Нумаях пулмасть «Ашшĕ-амăшĕн мухтавĕ» орден илме тивĕçнĕ. Ачисене пĕчĕкренех ĕçпе пиçĕхтереççĕ, спортпа туслаштараççĕ. Тăван çĕршывшăн тивĕçлĕ ывăлсемпе хĕрсем ӳстересшĕн.
ВЛАДИМИР ТЕРЕНТЬЕВ: “Ывăлсемпе эпĕ ĕçлетĕп. Тăрăшатăп вĕсене ĕçе вĕретме. Хĕрачисемпе ытларах арăм ĕнтĕ. 1-мĕш çулсенче, 4-мĕш класа çитиччен тăрăшсах вĕрентет вĕсене, куççульпе макăра-макăра вĕренеççĕ вĕсем. Шкулта мĕн хушнине йăлтах пурнăçласа тăма тăрăшаççĕ“.
Мария Валентиновна пĕр вырăнта ларма юратмасть. Пепкисем ура çине тăма пуçласан ача садне ĕçлеме вырнаçнă, водитель удостоверенине илме ĕмĕтленет – вĕренме çырăннă. Педагогикăри çĕнĕлĕхсене те алла илме тăрăшать. Вĕсен хĕрĕ – Люба та хăйне тĕрлĕ енлĕ аталантарма тăрăшать. Юрă-кĕвĕ тĕнчипе туслашнисĕр пуçне, тутлă апат-çимĕç пĕçерме юратать. «Пĕчĕкренех вăл питĕ лăпкăччĕ, яланах пурне те пулăшма тăрăшать», – теççĕ ун пирки аслисем. Шупашкарти медицина колледжĕнче вĕреннĕ чухне чи юратнă дисциплинăсем - биологи, анатоми пулнă. Алăра диплом пулсан та вăл малалла та вĕренес ĕмĕтпе пурăнать. Логопед-дефектолог енĕпе аслă пĕлӳ илесшĕн.
ВЛАДИМИР ТЕРЕНТЬЕВ: “Патшалăх пулăшать, чăнах та, пĕтĕм пулăшăва каласа та пĕтерейместпĕр. Çак хĕрачи медколледжа кĕнĕ хыççăн пирĕн çавăн пек пулчĕ. Çав сертификат усăллă пулчĕ вĕрентсе пĕтерме. Вĕренсе пĕтерчĕ, высшийне хатĕрленет“.
Кил хуçи мăшăрне 2013-мĕш çулта панă сертификатпа - 100 000 тенкĕпе – питĕ вырăнлă усă курма май пулнишĕн савăнаççĕ Терентьевсем. Пурăнмалли çурт-йĕре лайăхлатассипе черетре нумай çул тăнă. Пĕлтĕр 10 миллион тенкĕ ытлалăх нумай ачаллă çемьене сертификат панă. Çĕнĕ микрорайонта çĕкленекен нумай хваттерлĕ çуртра темиçе хваттер туяннă. Кăçал авăн уйăхĕнче çĕнĕ çурт ĕçки тăвасшăн. Мария Валентиновна пĕрлехи универсаллă пособи туса пани те пысăк пулăшу, кашни улшăнăва кунта курма, сăнама пулать тет. Чи кирли çемьере – тăнăçлăх, килĕшӳпе юрату хуçалантăр теççĕ.
1 view
509
186
2 months ago 00:02:36 1
Aria Moon - In alta viata | Official video
2 months ago 00:00:33 1
[4K][OCTOMBRIE 2024] HAMMAMET BEACH Tunisia 🇹🇳 Hai la mare! Hai la plajă! #beach #hammamet #travel
2 months ago 00:02:31 1
Elvana Gjata x Capital T - Fustani
2 months ago 00:04:23 1
PrinceWhateverer - Mare in the Mirror [MLP MUSIC]
2 months ago 00:19:32 1
Как правильно отобрать головы самогона.
2 months ago 01:50:22 1
Люди с отрицательным резус-фактором - Звёздные Души? Прогноз СВО. Белгород. КHДP будут помогать РФ?
2 months ago 00:04:54 1
Эти стихи Эдуард Асадов написал о последней ссоре супругов. Трогательно до слёз! (audio)
2 months ago 00:03:04 1
Роберт Рождественский - Всё,что было -прошло...
2 months ago 00:05:17 1
My Little Romance - Princess [MLP ANIMATIC]
2 months ago 00:01:01 1
Измените свою реальность к лучшему. Подсказки от Вселенной через карты Таро.
2 months ago 00:00:00 23
[PS5] SONIC X SHADOW GENERATIONS - ДОЛГОЖДАННЫЙ ВЫХОД
2 months ago 00:00:37 1
Хорошо идёт #petg #пластик #3d #3dprinter #3dпечать #3dпринтер #филамент #рекомендации