Хусанта Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине паллӑ турӗҫ
Чӑваш Республикин Ертӳлӗхӗ ҫирӗплетнӗ йӗркепе Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине ҫулталӑк тӑршшӗпех пур ҫӗрте те паллӑ тӑваҫҫӗ. Наци библиотеки йӗркеленӗ “Чӗре сасси“ регионсем хушшинчи марафон Хусанта пурӑнакан йӑхташсене, поэтӑн пултарулӑхӗпе кӑсӑкланакансене пуҫтарчӗ.