ТАВАХ, АННЕМ. Любовь Гордеева юрлать
ТАВАХ, АННЕМ
Сăвви Валентин Урдашăн
Кĕвви Н. Григорьевăн
Любовь Гордеева юрлать
1. Тавах, анне, çуратнăшăн,
Юрла-юрла сиктернĕшĕн.
Лăпканăшăн, юратнăшăн,
Чĕкеç чĕлхи пилленĕшĕн.
2. Тавах, анне, çуратнăшăн,
Ятла-ятла вĕрентнĕшĕн.
Ятланăшăн, юратнăшăн,
Шăпчăк юрри пилленĕшĕн.