Республикӑри студентсем ватӑ ҫынсемпе чирлисене пулӑшма ятарлӑ ушкӑн йӗркеленӗ

Ҫӗршыври “Раҫҫейри студентсен отрячӗсем“ пӗрлешӗвӗн регионти уйрӑмӗ раштавӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа хастар ҫамрӑксене “Снежный десант“ отряда йышӑнма пуҫланӑ. Унта тӑракан яшсемпе хӗрсем халсӑррисене, ватӑ ҫынсене, вутӑ ҫурса, картишре юр хырса, кил-хуҫалӑхра тасатса-тирпейлесе пулӑшаҫҫӗ, чирлисен сывлӑхне тӗрӗслеҫҫӗ. Хальхинче ырӑ ӗҫ тӑвакансем Элӗк тӑрӑхӗнче пулчӗҫ.
Back to Top