Национальное телевидение Чувашии Халх пуарулх ктартать

🎯 Загружено автоматически через бота: 🚫 Оригинал видео: 📺 Данное видео принадлежит каналу «Национальное телевидение Чувашии» (@ntrk21). Оно представлено в нашем сообществе исключительно в информационных, научных, образовательных или культурных целях. Наше сообщество не утверждает никаких прав на данное видео. Пожалуйста, поддержите автора, посетив его оригинальный канал. ✉️ Если у вас есть претензии к авторским правам на данное видео, пожалуйста, свяжитесь с нами по почте support@, и мы немедленно удалим его. 📃 Оригинальное описание: Çул юсанать, ача лапамĕ çĕкленет, территори хăтлăланать тата ытти те. Юлашки çулсенче Чăваш Енре халăх пуçарăвĕ çинчен калакан программăпа ăнăçлă ĕçлеççĕ. Кăçал ку енпе 1021 проект пурнăçланмалла. Халăх çулсерен пуçаруллă пулни курăнать. Иртнĕ çул 900 проект пурнăçланнă пулсан, кăçал пин ытла вырăн илемленмелле, хăтлăланмалла. Чăваш Республикин ял хуçалăх министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, 864 проектпа нарăс уйăхĕнчен ĕçлеме пуçланă. 700-пе килĕшӳ тунă та. Ыттисемпе хаклашу тапхăрĕ пырать. 18 заявка ĕçсĕр пулнине те палăртмалла. Ака уйăхĕнче республика хыснине улшăну кĕртрĕç. Çак халăх пуçару кăтартнă тата 157 проекта ĕçе кĕртме май парать. Ку программăпа Улатăр, Патăрьел, Çĕрпӳ тăрăхĕсем ăнăçлă ĕçлени курăнать – вĕсем пур ĕçпе те килĕшӳ тунă. Çав вăхăтрах Шупашкар, Шăмăршă, Вăрмар муниципаллă округĕсенче кăтарту 70 процентпа та танлашмасть. Кирлĕ хутсене йĕркене кĕртсе çитерсен кăçал тата нумай вырăнта спорт лапамĕ, такăр çул, кану паркĕ тата ытти те пулмалла.
Back to Top