Визитка Насти Семёновой. Чăваш пики 2013

Ешĕл курăк хушшинче Сап-сарă чечек ӳсет, Аслă Канаш хулинче Настя ятлă хĕр ӳсет. Пичĕ-куçĕ пит хӳхĕм, Хирти сарă чечек пек. Икĕ куçĕ хуп-хура, Икĕ хура шăрçа пек. Явăнаççĕ хыçалта Çивĕт вĕçĕ кăтрисем. Утса-утса пынă чух Шăнкăртатать тенкисем. Хирти сарă чечеке Ăшă куçпа кам пăхмĕ? Ун пек лайăх хитре хĕре Мĕнле каччă юратмĕ? Виççĕре кăна Нащтук, Ĕçлемешкĕн тăрăшать. Пахча-çимеç пиçнĕ чух, Амăшне те пулăшать. Воспитатель ыйтнипе Юрласа та кăтартать, Ташлама та пултарать Марипе хĕр тусĕпе.и т.д.
Back to Top