Республикӑра “Культурная среда“ проект ӗҫлеме пуҫланӑ
Ҫавна май Чӑваш Енре пурӑнакансем спектакльсемпе концертсене хӑйсем пурӑнакан хуласемпе ялсенчех курма пултараҫҫӗ. Патшалӑх театрӗсемпе концерт учрежденийӗсем уйӑхне икӗ хут республикӑн тӗрлӗ кӗтесне ҫитеҫҫӗ. Проекта Ҫӗнӗ Шупашкарти экспериментлӑ драма театрӗ те хутшӑнать. Вӗсем Ҫӗмӗрлере пурӑнакансене Антон Чехов пьеси тӑрӑх лартнӑ постановкӑна хаклама сӗнчӗҫ.