Чечек акрăм та, чечек акрăм та
Шăтса тухрĕ пуль хытă чул
Пăхаймарăм-ши, шăвармарăм-ши?
Сивĕ пулчĕ пуль ку çул...
Кулас кăмăлăм, савăнас кăмăлăм
Ман куççуль тумлать чул çине...
Эс курмастăн-и? Эс туймастăн-и?
Манăн чунăм çуннине...
Чечек парăттăм, чечек парăттăм
Шăтайман пулсан мĕн тăвам?
Эс хаваслă-и? Пурте лайăх-и?
Сан телейшӗн савӑнам...