Национальное телевидение Чувашии Камчатка пуллине сута

🎯 Загружено автоматически через бота: 🚫 Оригинал видео: 📺 Данное видео принадлежит каналу «Национальное телевидение Чувашии» (@ntrk21). Оно представлено в нашем сообществе исключительно в информационных, научных, образовательных или культурных целях. Наше сообщество не утверждает никаких прав на данное видео. Пожалуйста, поддержите автора, посетив его оригинальный канал. ✉️ Если у вас есть претензии к авторским правам на данное видео, пожалуйста, свяжитесь с нами по почте support@, и мы немедленно удалим его. 📃 Оригинальное описание: Çурхи çанталăк улшăнăвĕсем организм çине те витĕм кӳреççĕ. Сывлăхлă пулма, иммунитета витаминсемпе çирĕплетме Камчатка пулли пулăшать. Ăна ăçта тата хăçан туянма пулать? Кун çинчен – малалла тĕплĕнрех. Камчатка пуянлăхĕн тутине, унăн пĕлтĕрĕшне тата уссине Чăваш Енре пурăнакансем аван пĕлеççĕ. Çавăнпа ĕнтĕ паян та Шупашкарти суту-илӳпе курав центрĕн 5-мĕш хутĕнче çын йышлă пуçтарăннă. Шăпах унта тутлă пулăпа техемлĕ вăлча сутаççĕ-çке. Çак хыпара Людмила Чердакова темиçе кун каяллах илтнĕ. Витаминпа пуян çимĕç туянас тесе вăл инçе çула кĕскетсе Шупашкара Куславкка тăрăхĕнченех çитнĕ. ЛЮДМИЛА ЧЕРДАКОВА: «Чавыча, белорыбица. Чавыча питĕ тутлă пулă маншăн. Питĕ çуллă, питĕ тутлă. Пĕрремĕш хут килсессĕн тутанса пăхрăм та – питĕ килĕшрĕ, илсе çиес пуль терĕм ку пулла. Эпĕ пенсинче, ман вăхăт пур тата пулли те питĕ тутлă вĕт-ха, мĕнле тутанмасăр тăрас». Çурхи тапхăрта пулă çини уйрăмах пĕлтерĕшлĕ, вăл А тата Д витаминсен çитменлĕхĕнчен хăтарма пулăшнине паллă диетологсем те палăртнă. Камчатка ырлăхĕнче çавăн пекех Омега-3 тата тĕрлĕ микроэлемент пур. Паха енĕсене упраса хăварас тĕллевпе ăна шăнтаççĕ. Çур утравран пулла Чăваш Ене тӳрремĕн турттараççĕ. Тĕтĕмленĕ чухне вара çирĕк, чие, улмуççи турачĕсене çунтарса хатĕрлеççĕ. ЕЛЕНА НАЗМУТДИНОВА: «Вĕсем килсессĕн эпĕ яланах укçана хĕрхенместĕп, мĕн чул кирлĕ – çавăн чухлĕ илетĕп». Галина Яруткинан вара пулă туянма пысăк сăлтав пур. Çавăнпа вăл пуринчен малтан тенĕ пекех суту-илӳ центрне çитнĕ. ГАЛИНА ЯРУТКИНА: «Манăн ыран çуралнă кун. 72 тултарса 73-не каятăп. Хăнасем килеççĕ, паян хатĕрленеççĕ, кăнтăрла иртсен килме пуçлаççĕ, çавăнпа ирех пĕрремĕш килсе илтĕм». Кам çуралнă куна, кам вара çывхарса килекен Мăнкун уявне хатĕрленет. Сентресем çинче 35 тĕрлĕ çимĕç-çке, çавăнпа та кашниех хăйне килĕшекеннине тупма пултарать. Васкăр! Камчатка пуллине тата вăлчине Шупашкарти регионсен хушшинчи суту-илӳпе курав центрĕнче пуш уйăхĕн 25-мĕшĕччен сутаççĕ.
Back to Top