[Национальное телевидение Чувашии] Медицина пулăшăвне тивĕçме тата та çăмăлрах

🎯 Загружено автоматически через бота: 🚫 Оригинал видео: 📺 Данное видео принадлежит каналу «Национальное телевидение Чувашии» (@ntrk21). Оно представлено в нашем сообществе исключительно в информационных, научных, образовательных или культурных целях. Наше сообщество не утверждает никаких прав на данное видео. Пожалуйста, поддержите автора, посетив его оригинальный канал. ✉️ Если у вас есть претензии к авторским правам на данное видео, пожалуйста, свяжитесь с нами по почте support@, и мы немедленно удалим его. 📃 Оригинальное описание: Кустăрмаллă, куçса çӳрекен сиплев пункчĕ халăха медицина пулăшăвĕпе савăнтарать. Çакнашкал мелпе халĕ Шупашкар, Çĕрпӳ тата Улатăр тăрăхĕсенчи пурăнакансем анлăрах усă курма пултараççĕ. Шăпах унти сыватмăшсене куçса çӳрекен фельдшерпа акушер пункчĕсемпе тивĕçтернĕ. Шупашкар тăрăхĕнчи Малти Ункăпуç ялĕнче пурăнакан кинемейсемпе шурсухалсем кил-хуçалăхри ĕçсене вĕçлесе лавкка çывăхне çитнĕ. Анчах, ку хутĕнче апат-çимĕç туянас тĕллевпе мар. Шăпах çак вырăна мобильлĕ фельдшерпа акушер пункчĕ çитсе ларнă-çке. Çĕнĕлĕхе халăх савăнăçпа йышăнать. ВАЛЕНТИНА БУСОВА: «Кун пек машина илсе килсе кунта тухнине тата малтан туни мĕн танлаштарăн? Унта пирĕн каяс пулать, пересадкăпа, çул çинче давлени хăпарса каять. Çавăн пирки, Мухтав Турра пире çакăн пек машина панăшăн, тавтапуç». Çакнашкал машина ку тăрăхра иккĕ. Вĕсем пулăшнипе уйăхсерен 50 хутчен çула тухма май пуррине калать Шупашкар тăрăхĕнчи тĕп сыватмăшăн тĕп тухтăрĕ Владимир Викторов. ВЛАДИМИР ВИКТОРОВ: «Куçса çӳрекен сиплев пункчĕ пире, ял çинче, халăха медицина пулăшăвне, диспансеризацине, профилактический осмотрсене малалла аталантарса пыма пулăшĕç. Савăнтарать, паянхи кун ватă çынсем, аслă çынсем килнĕ кунта профилактический осмотрсем тухма, диспансеризацине. Кунта пĕтĕмпех вырăнта». Мобильлĕ комплексра халăха тĕрлĕ енлĕ пулăшу кӳме май пур. Пĕтĕмпех пĕр вырăнта пулни аслă ăру çыннисемшĕн уйрăмах мелле. НАДЕЖДА КОЛЬЦОВА: «Мобильный ФАП пире юн анализĕсене илме май парать, ЭКГ снимать тăваятпăр, куçри давленине виçме пултаратпăр, юнри кислород сатурацине тĕрĕслеме пултаратпăр. Вăл пире инçетри ялсене тухса çӳреме май парать». Шупашкар тăрăхĕнчи сыватмăша мобильлĕ комплекспа «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕ пулăшнипе тивĕçтернĕ. Куçса çӳрекен çакнашкал сиплев пункчĕсем кашни муниципалитетрах пур.
Back to Top