[Национальное телевидение Чувашии] Чăваш ачисем - Мускавра

🎯 Загружено автоматически через бота: 🚫 Оригинал видео: 📺 Данное видео принадлежит каналу «Национальное телевидение Чувашии» (@ntrk21). Оно представлено в нашем сообществе исключительно в информационных, научных, образовательных или культурных целях. Наше сообщество не утверждает никаких прав на данное видео. Пожалуйста, поддержите автора, посетив его оригинальный канал. ✉️ Если у вас есть претензии к авторским правам на данное видео, пожалуйста, свяжитесь с нами по почте support@, и мы немедленно удалим его. 📃 Оригинальное описание: Чӑваш Республикинчен 30 шкул ачи Мускаври машинӑсем тӑвакан конструкторсен бюровне çитсе килнĕ. Ачасен ӗмӗтне пурнăçлаканĕ – Ҫӗрпӳ муниципаллă округӗнче ҫуралса ӳснӗ Владимир Сорокин. Шкул ачисем Чӑваш Ен тулашӗнчи промышленноҫ предприятине тухни пӗрремӗш хут. «Искра» машинăсем тăвакан конструктор бюровĕ аякранах курăнса ларать. Унăн ертӳçи Владимир Сорокин – ентеш. Чӑваш Енри шкул ачисем Мускава кайса “Искрӑра“ пулса курма май килнӗшӗн питӗ хӗпӗртерӗҫ. Вӗсем регионтан килекен пӗрремӗш делегаци пулса тӑчĕç, маларах предприятие Мускав ачисем çеç пынă. Предприяти 1946-мĕш ҫултанпа ӗҫлет. Çакăнта шыв айӗнче, ҫӗр ҫинче, сывлӑшра кирлĕ 200 ытла хатĕр туса кăлараççĕ. Унта вӗренӳ музей комплексӗ пур. Çакăнта упранакан çар хатĕрĕсемпе ĕлĕк анлăн усă курнă, халĕ предприяти ертӳçи Владимир Сорокин тăрăшнипе вĕсем хаклӑ экспонатсем шутланаççĕ. Чăваш ачисем валли Мускавра экскурси те йӗркеленӗ, вĕсен çĕкленӳллĕ кăмăлĕ нумайлăха пырĕ. КИРА ВОЛКОВА: “Çак кунсенче мана пирĕн республикăран ытти шкулсенчен ачисемпе пĕрле пирĕн çĕршывăн тĕп хулине çитсе курма тӳр килчĕ. Пире унта акционерное общество «Искра» предприятине çитерчĕç. Çак заводра пире пысăк технологипе тĕрлĕ ракетăсем тата ытти япаласем тунине курма май пулчĕ, çавăн пекех мĕнле професиллĕ специальностсем вĕренмелли çинчен каласа пачĕç. Эпĕ шкул пĕтерсессĕн заводра ĕçлемелли професси илмелли çинчен шухăша кайрăм“.
Back to Top