Пултарулх ушкн яланхи шайран чакмаср лен

Константин Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ нумай пулмасть сцена ҫине ҫӗнӗ спектакль кӑларчӗ. Арсений Тарасовӑн “Хӗрлӗ кӗпеллӗ телей“ хайлавӗ икӗ ҫул каялла культура министерстви ирттернӗ ятарлӑ конкурсра ҫӗнтернӗччӗ. Сӑмах май, вӑл пӗлтӗр Чӑваш кӗнеке издательствинче тухнӑ “Сцена ҫинче те - пурнӑҫ“ пьеса пуххинче те пичетленнӗ.
Back to Top