Национальное телевидение Чувашии 105 ул итр

🎯 Загружено автоматически через бота: 🚫 Оригинал видео: 📺 Данное видео принадлежит каналу «Национальное телевидение Чувашии» (@ntrk21). Оно представлено в нашем сообществе исключительно в информационных, научных, образовательных или культурных целях. Наше сообщество не утверждает никаких прав на данное видео. Пожалуйста, поддержите автора, посетив его оригинальный канал. ✉️ Если у вас есть претензии к авторским правам на данное видео, пожалуйста, свяжитесь с нами по почте support@, и мы немедленно удалим его. 📃 Оригинальное описание: Раççейри çар комиссариачĕсем йĕркеленнĕренпе 105 çул çитрĕ. Вĕсен тĕп тĕллевĕсенчен пĕри – мобилизаци ĕçне ирттересси, халăх пурлăхне шута илесси, арçынсене хĕсмете ярасси. Ятарлă çар операци пынă вăхăтра комиссариатсен шайлашуллă ĕçĕ-хĕлĕ уйрăмах пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Вĕсене уявпа республика Пуçлăхĕ те чысларĕ. Лидия Белкова Çĕмĕрлепе Пăрачкав тăрăхĕсенчи каччăсене 28 çул ĕнтĕ салтака ăсатать. Вĕсен сывлăхне тĕрĕслессишĕн яваплă вăл. Çамрăксем шкул саккинченех салтак аттине тăхăнма хатĕрленнине палăртать вăл. Çар комиссариачĕн тытăмĕнче тăрăшакан ытти ĕçченсене те чысларĕç професси уявĕнче. Республика Пуçлăхĕн сехетне тата тав хутне илме тивĕçнĕ вĕсем. ЛИДИЯ БЕЛКОВА: “Хамăрăн ĕçе эпир кашни кун тăватпăр. Питĕ савăнтарчĕ, паллах, ку пирĕн ĕçе кашни кунхи ĕçе хаклани. Çĕмĕрлерен пирĕн 77 çын ямалла. Яратпăр тесе шутлатпăр“. Çамрăксене çар ĕçне шкул саккинченех хăтĕрлес ĕçе малалла та тивĕçлĕ шайра тытса пырасшăн республикăри çар комиссарĕ Бахтиёр Холиков. Яш-кĕрĕмпе тĕллевлĕ ĕçлесен вĕсене хĕсметре те çăмăлрах пулать. Шкул сукмакне такăрлатнă май каччăсем водитель удостоверинине илеççĕ, çар хатĕрлев программи те кăçал шкулсенче хута каймалла. Чи пĕлтерĕшли вара – ачасене пĕчĕкренех Тăван çĕршыва юратма вĕрентесси теççĕ аслисем. – Çар комиссариачĕсем 105 çул тултарни питĕ паллă самант. Мĕншĕн тесессĕн çар комиссариачĕсем яланах хăйсен тӳпине самаях пурнăçа кĕртсе пынă. Вĕсем тĕрлĕ тапхăрта, тен, эпир вĕсен ĕçне курман, анчах та вĕсем хăйсен ĕçне пĕрмай туса пынă. Уйрăмах çак çар операци пуçланнă хыççăн çар военкомачĕсен тӳпи пирĕн самай пысăкланчĕ. Малашне çар комиссариачĕсен инфраструктурине çĕнетме тĕллев лартнă. Ун пирки Чăваш Республикин Правительстви Раççей хӳтĕлев министерствипе килĕшӳ алă пуснă.
Back to Top