2021-мĕш çулччен виçĕ çултан та кĕçĕнрех ачасене шкул умĕнхи вĕрентӳпе туллин тивĕçтермелле. Вĕрентӳпе çыхăннă çивĕч ыйтусене регион пуçлăхĕсемпе видеоконференци вăхăтĕнче сӳтсе яврĕç. Ăна Раççей Правительствин вице-премьерĕ Татьяна Голикова ертсе пычĕ.