Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев тунтикунсерен ирттерекен канашлура хускатнă тепĕр ыйту – Пушкин картти çинчен пулчĕ. Хăш-пĕр муниципалитетра уйăрнă укçапа туллин усă курма васкамаççĕ иккен. Республикăри культура министрĕ Светлана Каликова, Чăваш Енре 105 000 çамрăк пурăннине палăртрĕ. Вĕсенчен 43 проценчĕ «Пушкин карттипе» усă курать. Вĕсене кашнине 3 000 тенкĕ укçа куçарнă, тепĕр çул вăл 5 000 тенкĕ таран ӳсмелле. «Пушкин карттипе» йышăнакан театрсем, ытти культура учрежденийĕ вара хальлĕхе вĕсемпе 37 000 билет çеç сутнă иккен. Вырăс драма театрĕ уйрăмах хастар ĕçлет – çак кунсенче вунă пинмĕш билет туянакана чыслама хатĕрленеççĕ. Пĕтĕмĕшле илсен вара республикăра «Пушкин карттипе» усă курасси хальлĕхе 22% шайĕнче кăна. Сĕнтĕрвăрри районĕ, шел пулин те, çак çĕнĕлĕхе хута ярайман. Ытти чылай районпа хулан та кăтартăвĕсем савăнтармаççĕ. Светлана Каликова министр çакна патшалăх çамрăксене искусствăпа, культурăпа çывăхланмашкăн уйăракан укçапа кирлĕ пек усă курманни вырăнне хурса хакларĕ. Тепĕр енчен, çамрăксене