[Национальное телевидение Чувашии] Телейлĕ ачалăх çулталăкĕ

🎯 Загружено автоматически через бота: 🚫 Оригинал видео: 📺 Данное видео принадлежит каналу «Национальное телевидение Чувашии» (@ntrk21). Оно представлено в нашем сообществе исключительно в информационных, научных, образовательных или культурных целях. Наше сообщество не утверждает никаких прав на данное видео. Пожалуйста, поддержите автора, посетив его оригинальный канал. ✉️ Если у вас есть претензии к авторским правам на данное видео, пожалуйста, свяжитесь с нами по почте support@, и мы немедленно удалим его. 📃 Оригинальное описание: Чăваш Республикинче Телейлĕ ачалăх çулталăкĕнче пысăк та пĕлтерĕшлĕ ĕçсем пурнăçлама тĕллев лартнă. Тĕрлĕ фестивальсем, конкурссем, ăсталăх класĕсем ирттерме палăртнă. Çĕмĕрлесем те ку енĕпе ыттисенчен кая мар, тĕрĕсрех каласан, малта пыраççĕ. Çак кунсенче вĕсем Раççейре пуçарнă Педагог тата наставник, Чăваш Енре ирттерме палăртнă Телейлĕ ачалăх çулталăкне уçрĕç. «Çын çул çӳреве тухса çӳресен телейлĕ», – çавăнпа та малашне шкул ачисене тавра курăма пуянлатма, ăсталăха туптама пулăшас тĕллевпе тĕрлĕ лапамсем хатĕрлеме, пултарулăх ăмăртăвĕсем ирттерме палăртнă. «Хĕвел тухăç» культура керменĕнче хăнасене ăшшăн кĕтсе илсе ĕмĕтсен йывăçĕпе туслашма сĕнчĕç. Кунта çамрăк ăсчахсем, артистсем, кадетсем пухăннă. Кашниех пуласлăхра кăмăла каякан ĕçре вăй хума ĕмĕтленет. Хăшĕ-пĕри инженер-конструктор пуласшăн, теприсем хăйсене шыравра тупасшăн. Чăваш Республикин культура министрĕ Светлана Каликова çĕмĕрлесем питĕ пуçаруллă пулнине палăртрĕ. «Пушкин картти» федераци проектне пурнăçлассипе республикăра вĕсене çитекенни урăх çук терĕ. Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева ку тăрăхра пурăнакансем Сăр чикки чавнă паттăрсене халалланă ĕçре те пысăк тӳпе хывнине палăртрĕ. «Кĕçех Мускаври «Патриот» паркра пысăк стенд кун çути курĕ. «Чăваш Ен. Сăр чикки» – ăна утă уйăхĕн 1-мĕшĕнче уçмалла», – терĕ депутат. Алла Леонидовна Раççейре Педагог тата наставник çулталăкĕ пулнă май ачасене тĕрĕс воспитани парас ĕçре вĕрентекенсем пĕлтерĕшлĕ ĕçсем туса пыни пирки каларĕ. Çĕмĕрлери пĕлӳ çурчĕсенче тăрăшса вăй хуракан педагогсене тĕрлĕ тав хучĕсемпе чысларĕ. Чăваш Республика Пуçлăхĕн стипендине илме тивĕçнĕ çамрăксене те саламларĕ. Телейлĕ ачалăх çулталăкĕнче «телейлĕ ача дневникĕ», шкул театрĕсен фестивалĕ – проектсем ирттересси çинче пĕлтерчĕ. Юлашкинчен пурте пĕрле «Где проходит граница» документлă кинофильм пăхса киленчĕç. Донбасра иртекен ятарлă çар операцине хутшăнакан паттăрсене кăтартнă унта. Çĕмĕрлере пурăнакансем Раççей салтакĕсене пулăшас тĕллевпе тĕрлĕ пархатарлă ĕçсем пурнăçлаççĕ. Çĕвĕ ăстисем тĕрлĕ тум-тир, çар хатĕрĕсем ăсталаççĕ. Çынсем ятарлă счет çине укçа куçара ытти кирлĕ япала туянса салтаксене ярса параççĕ.
Back to Top