Хăвна хăв хӳтĕлемелле

Чăваш Енре «Хĕç-пăшалсăр хăвна хăв сыхласси» ĕçпе хӳтĕлеве хатĕр норматива тултаракан хастарсем пур. Вĕсем – студентсем. Максим Григорьев хатĕрленĕ проект пĕлтĕр çамрăксемпе ĕçлекен федераллă агенствăн Грантне тивĕçнĕ. Çакăнтан пуçланать те хӳтĕленме вĕренесси. Малтан шăм-шака çемçетеççĕ, кайран вара хӳтĕленмелли хăнăхтарусене пурнăçлаççĕ. Кашни тренировка çапла иртет. 18 çултан пуçласа 30 çул тултарманнисем кунта эрнене икĕ хутчен ăсталăха туптама пултараççĕ, хӳтĕленмелли 10 мелпе паллашаççĕ. Çамрăксем кунталла хавхаланса утнине калаççĕ. Лев Пушкин кунта çур çул çӳрет ĕнтĕ. ЛЕВ ПУШКИН: «Эпĕ хама хӳтĕлесшĕн. Пурнăçра вăл кирлĕ пулма пултарать. Тата вăйлă мар çынсене те хӳтĕлемелле пулма пултарать. Çак проекта хутшăнни манăн чуна тултарать. Эпĕ хама вăйлăрах туйма тытăнтăм». Проекта пурнăçлама виççĕр ытла пин тенкĕ уйăрнă. Пӳлĕме йĕркене кĕртнĕ, хатĕрленмелли хатĕрсем туяннă, ятарлă тум-тир çĕлетнĕ. Çамрăксем кунта хăйсене хăйсем хӳтĕлеме те вĕренеççĕ, çавăн пекех ĕçпе хӳтĕлеве хатĕр пулнине кăтартакан паллăлл
Back to Top