[Национальное телевидение Чувашии] Суту-илӳ тытăмĕнче тăрăшакансен сессийĕ иртрĕ

🎯 Загружено автоматически через бота: 🚫 Оригинал видео: 📺 Данное видео принадлежит каналу «Национальное телевидение Чувашии» (@ntrk21). Оно представлено в нашем сообществе исключительно в информационных, научных, образовательных или культурных целях. Наше сообщество не утверждает никаких прав на данное видео. Пожалуйста, поддержите автора, посетив его оригинальный канал. ✉️ Если у вас есть претензии к авторским правам на данное видео, пожалуйста, свяжитесь с нами по почте support@, и мы немедленно удалим его. 📃 Оригинальное описание: Экономика санкцийĕсен вăхăтĕнче хамăр тăрăхра тавар туса кăларакансене тĕрев кӳрес, пулăшас ыйту малта. Паянхи кун тĕлне Чăваш Енри предприятисем 9 000 тĕрлĕ продукци туса хатĕрлеççĕ. Вĕсене малалла аталантарма майсем уçса парас тĕллевпе Шупашкарта суту-илӳ тата производство тытăмĕнче тăрăшакансен сессийĕ иртрĕ. Çăкăр таврашĕ, аш-какай, сĕт-çу, кĕрпе тата ытти те. Чăваш Енре туса кăларакан апат-çимĕç тĕрлĕ енлĕ. Ăна паян хамăр республикăри лавккасен сентрисем çинче çеç мар ытти тăрăхра та час-часах курма пулать. Федераци сечĕсен суту-илӳ вырăнĕсенче вара ытларах чăваш çăкăрĕ тата чăх какайĕ палăрать иккен. Çапах предприятисем çулран-çул аталанса, хăйсен таварĕсен йышне çĕнетсе тăраççĕ. НИКОЛАЙ ЛЕОНТЬЕВ: «Перловка, урпа кĕрпи тетпĕр ĕнтĕ, ячка тетпĕр, пăри пăтти пĕçеретпĕр тата пăрçаран çавăн пекех. 7 тĕрлĕ крупа кăларатпăр». Юлашки çулсенче суту-илӳ тытăмĕнче сахал мар улшăну пулса иртнĕ. Калăпăр, халĕ çынсем тавар туянма лавккана мар, Интернет уçлăхĕнчи онлайн-платформăсене кĕреççĕ. Чăваш Енре туса кăларакан апат çимĕçе аталантарас тĕллевпе федераци шайĕнчи суту-илӳ тетелĕсенче «фермерсен утравĕсене» уçас енĕпе те ĕçлеççĕ. Вĕсенчен пĕри кăçал авăн уйăхенче хута кайрĕ. Таврари çĕнĕлĕхсене тĕпчесе хамăрăн ĕçе хăвăрт улăштармалла, палăртрĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев. – Пирĕн тĕрлĕ енлĕ инвестицисем те тумалла, унсăр пуçне паян çакăнта пухăннă çынсен – сутуçăсен, тĕрлĕ продукци тăвакансен тата правительство членĕсен пĕрле часрах тĕл пулса, калаçса, сӳтсе-явса тĕрлĕ енлĕ ĕçсене пурнăçа кĕртсе пымалла. Сессие федераци шайĕнчи суту-илӳ тетелĕсемпе ĕçлеме хатĕр 25 предприяти хутшăнчĕ. Хăйсен таварне республика чиккинчен каçарса ытти тăрăха çитерме вара 200-е яхăн пĕрлешӳ ăнтăлать. Вĕсене канаш-сĕнӳпе те, тĕрев укçипе те, пур енлĕн пулăшма тăрăшаççĕ.
Back to Top