УЙХПИ ЮМАХСЕМ|Зилян тутар халх юмах АУДИО
Пурӑннӑ тет ӗлӗк-авал пӗр питӗ чухӑн ҫын. Унӑн виҫӗ ывӑлпа хӗр ҫитӗннӗ. Ачисене тутӑ ӳстерме йывӑр пулнӑ пулин те, ашшӗ вӗсемшӗн питӗ тӑрӑшнӑ, пӗр-пӗр ӑсталӑха вӗрентнӗ. Кашни ачи пултаруллӑ та вӑр-вар ӑста пулса тӑнӑ. Аслӑ ывӑлӗ чи инҫетри япалана та шӑршинчен пӗлнӗ. Вӑталӑх ывӑлӗ тӗл пенӗ, хуть мӗнле аякра вӗҫекене те персе лектернӗ. Кӗҫӗнни вӑйлӑ пулнӑ, кирек мӗнле йывӑр япалана та йӑтма пултарнӑ. Хӗрӗ ал ӗҫ ӑсти пулнӑ.
Ӳснӗ ачисене нумаях та пӑхса савӑнайман ҫав ашшӗ, кӗҫех вилнӗ. Ачисем амӑшӗпе пурӑнма пуҫланӑ. Хӗре усал улӑп — див — куҫран вӗҫертмен. Ӑна пӗррехинче ӑнсӑртран курах кайнӑ та вӑрламах шут тытнӑ. Анчах ҫакна сиснӗ пиччӗшӗсем юратнӑ йӑмӑкне пӗччен ниҫта та кӑларса яман.
Пӗрре виҫӗ йӗкӗт сунара пуҫтарӑннӑ, амӑшӗ вӑрмана ҫырлана кайнӑ. Йӑмӑкӗ килте пӗчченех юлнӑ.
Тухса кайиччен пиччӗшӗсем ӑна хытарсах асӑрхаттарнӑ:
— Кӗҫех таврӑнатпӑр, кӗтсе ил пире. Сана усал улӑп тапӑнма пултарать, ҫавӑнпа та пӳрте ҫӑраҫҫипе питӗрсе илетпӗр.
Вӗсем тухса кайнӑ, йӑмӑкӗ килте пӗчченех юлнӑ.
Усал улӑп ҫакна пӗлнӗ те пӳрт алӑкне ҫӗмӗрсе кӗнӗ, хӗре вӑрласа кайнӑ.
Акӑ пиччӗшӗсем сунартан таврӑннӑ, амӑшӗ те вӑрмантан килнӗ. Килӗ умне ҫитсен вӗсем пӳрт алӑкне ҫӗмӗрсе кӑларнине курах кайнӑ.
Шала чупса кӗреҫҫӗ — унта никам та ҫук, йӑмӑкне вӑрласа кайнӑ...
Вулаканӗсем: Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Владимир
Григорьев; Василий Иванов, Григорий Петров, Светлана Лукиянова артистсем.
Ку юмаха «Туссен юмахӗсем» пухӑвӗнчен илнӗ.
Пухса хатӗрлекенӗ - Ольга Федорова (Чӑваш кӗнеке издательстви,
2018 ҫул).
VK:
Яндекс. Музыка:
Apple Podcasts: уйӑхпи-юмахӗсем/id1646195964
Google Podcasts:
Сбер Звук:
Плейлист: