Национальное телевидение Чувашии Мари Республикинчи йхташмрсене тишкерн
🎯 Загружено автоматически через бота:
🚫 Оригинал видео:
📺 Данное видео принадлежит каналу «Национальное телевидение Чувашии» (@ntrk21). Оно представлено в нашем сообществе исключительно в информационных, научных, образовательных или культурных целях. Наше сообщество не утверждает никаких прав на данное видео. Пожалуйста, поддержите автора, посетив его оригинальный канал.
✉️ Если у вас есть претензии к авторским правам на данное видео, пожалуйста, свяжитесь с нами по почте support@, и мы немедленно удалим его.
📃 Оригинальное описание:
Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн ăсчахĕсем нумаях пулмасть Мари Республиикинчен таврăннă. Чăваш ялĕсен эткерлĕхне тĕпченĕ, фольклорне пуçтарнă. Халĕ вĕсен хĕрӳ ĕç тапхăрĕ – пухса килнĕ пуянлăха тишкерсе тĕрлĕ ăслăлăх ĕçĕсем хатĕрлеççĕ. Мари Республикинчи Чăваш Атар ялĕнчи 9 теçетке урлă каçнă Александра Чичерина сасси янăрани илтĕнет Галина Ильина пӳлĕмĕнче. Вăл ĕçтешĕсемпе пĕрле тăрăшсах пухса килнĕ материала диктофонран компьютер çине куçарать. Мари Элти 3 чăваш ялĕнче – Семеновкăра, Траярта, Чăваш Утарĕнче пулнă. Аякри ентешсем унта ĕлĕкрех Куславкка, Çĕрпӳ, Сĕнтĕрвăрри районĕнчен куçса кайнă. Ăсчахсем паянхи кун та чăвашлăха упраса хăварма пултарнă йăхташăмăрсене апат-çимĕç, пурăнмалли çурт-йĕр, йăла-йĕрке, тĕн тĕшмĕш тĕлĕшĕнчен тата ытти хăйне евĕрлĕх енчен тишкернĕ. ГАЛИНА ИЛЬИНА: «Ачасене мунчара çапас йăла-йĕрке те, тĕрлĕ усал-тĕселрен сыхланас тĕшмĕш йăли-йĕркисем те, выльăх-чĕрлĕх сутса илес йăла-йеркесем те – вĕсем те пирĕн пекех лартаççĕ. Малтан иккен арçыннăн пăрахмалла. Улми çурăк пулмасть тесе ăнлантарать. Улми йăваланса тухтăр тесе улми йĕрĕ хушшине выртса йăваланатпăр теççĕ». Тин çеç çуралнă ачасене сăпка юррисепе ачашланине, салтака ăсатас йăлана, вилене пытарнă йĕркене йăлтах тишкернĕ ăслăлăх ĕçченĕсем. ГАЛИНА ИЛЬИНА: «Чăваш Утарĕнче çăвана çăва тесе калаççĕ. Çăва çине кĕçнерни кун каяççĕ пулсан ытти ялĕсем шăматкун каяççĕ. Тепĕр уйрăмлăх асăрхарăмăр – вĕсем питĕ çава пуçĕсене ятран пĕлеççĕ. Семеновкăра часовня лартнă. Питĕ тирпейлесе тăраççĕ. Çăва çинче карта çук». Димитрий Егоров та ĕçе путнă. Вăл Мари Республикинче пурăнакан ентешсен кулленхи йăлине тишкернĕ. ДИМИТРИЙ ЕГОРОВ: «Пĕтĕмĕшле каласан, çак 3 ялĕ те анат енчи чăвашсем. Средни низовые теççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ Троярти тата Утарти чăвашсем вĕсене чăн чăвашсем теççĕ. Çамрăксем ятарласа мунчана кĕрсе. Пĕтĕм шывне пичкерен тăкса янă. Пĕр умран карта лартнă. Йытă, сысна курсан тӳрех тухамтăш тесе шутланă. Çавăнпа вĕсене ярса илме тăрăшнă. Патакпа çапса амантма тăрăшнă». Виçĕ чăваш ялĕнче пурăнакансене тăван чĕлхепе шкулта вĕренме, клубра пухăнса юрлама май çукки пăшăрхантарать. Чăвашлăх ытларах юрăсенче, тĕрĕсенче, йăласенче упранать. Тăхăмĕсем, шел пулин те, вырăсланса пынине палăртаççĕ аслисем. Чăвашлăхшăн питĕ тунсăхлаççĕ. «Чăваш Ен» халăх ансамблĕн концерчĕсем – чун уççи. Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн ĕçченĕсем пухнă материалпа усă курса тепĕр çул Мари Республикипе ăслăлăх конференцийĕ йĕркелеме палăртнă. Регина Кубайкина, Сергей Емельянов
1 view
0
0
1 week ago 00:01:36 1
[Национальное телевидение Чувашии] 59-мĕш шкулта телестуди уçăлчĕ
1 week ago 00:00:31 1
[Национальное телевидение Чувашии] День Республики в Козловском районе